Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ухӑран пересси

Спорт

РФ спорт министрӗ Виталий Мутко хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята Чӑваш Республикинчи спортсменсем тивӗҫнӗ.

Списока пирӗн республикӑри сакӑр ҫын кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — Татьяна Ефимова ҫӑмӑл атлетка, Ольга Иванова ишевҫӗ, Алексей Смирнов, Евгения Меньшикова гимнастка, ухӑран перекен Дмитрий Ермоаев. Кире пуканӗн спортӗнче Дмитрий Давыдова, Алексей Иванова, Максим Морозова спорт мастерӗн ятне пама йышӑннӑ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 60 спортсмен РФ спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ. Ку, 2014 ҫулхипе танлаштарсан, икӗ хут нумайрах.

 

Спорт

Нумаях пулмасть, авӑнӑн 23–26-мӗшӗсенче, Сочире ампутантсемпе кӳмепе ҫӳрекенсен пӗтӗм тӗнчери вӑййисем иртнӗ. Пирӗн спортра палӑрнӑ ентешӗмӗр унтан медальсемпе таврӑннӑ.

Спортсменсем спортӑн ултӑ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ: ҫӑмӑл атлетика, ишесси, ухӑран пересси, сӗтелҫи теннисӗ, армспорт, тхэквандо.

Чӑваш Енрен унта пӗр спортсмен ҫеҫ хутшӑннӑ. Вӑл нумаях пулмасть декретран тухнӑ Елена Свиридова. Ӑна малтан Иванова хушаматпа пӗлнӗ. Елена 100 тата 200 метрсене чупса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ команди мала тухнӑ. Вӑл 102 ылтӑн медаль, 84 кӗмӗл тата 76 пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Китайпа Польша тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65247
 

Спорт Юрий Лаврентьев тренер
Юрий Лаврентьев тренер

Ҫурлан 17-мӗшӗнче Орел хулинче ухӑран перессипе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва 25 регионти 179 ухӑҫӑ хутшӑннӑ.

Тупӑшу икӗ дисциплинӑра иртнӗ. Чӑваш Ен чысне Юрий Лаврентьев тренер тата Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен сӗтелҫи теннисӗ енӗпе И.Солдатова ячӗллӗ спорт шкулӗн вӗренекенӗсем Марина Кирилловӑпа Елена Елизарова хӳтӗленӗ.

РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Юрий Лаврентьев кӑшт ҫеҫ ылтӑн медаль илеймен. 55 ҫын хушшинче вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ылтӑн медале Мускаври Алексей Бородкин тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Бурятири Юрий Германов тухнӑ.

Чемпонат пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Юрий Лаврентьев ҫитес ҫул тӗнче шайӗнче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрӗ.

 

Спорт

Вырсарникун, юпан 20-мӗшӗнче, Китай ҫӗршывӗнчи Вуси хулинче юниорсемпе кадетсем хушшинче иртекен ухӑран перессипе тӗнчи первинстви вӗҫленнӗ. Раҫҫей пӗрлӗхле ушкӑнне пирӗн ентеш те Елена Елизарова та кӗнӗ пулнӑ.

Юниорсен категоринче ухӑран перессипе ушкӑнла ӑмӑртусенче республикӑри СДЮШОР вӗренекенӗ Валерия Ярикова Орлов облаҫӗн чысне хӳтелекен Мария Виноградовӑпа тата Питерти Анна Лемезовӑпа кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ. Чӗрӗк финалта Раҫҫей ушкӑнӗ ҫӗнӗ тӗнче рекорчӗпе — 228 очкопа — Австрали ушкӑнне ҫӗнтернӗ, ҫурмафиналта та ҫак кӑтартусемпех Мексика ушкӑнне хыҫа хӑварнӑ. Финалта вара, шел пулин те, АПШ ушкӑнне выляса янӑ.

Палӑртса хӑварас пулать, ҫакӑн йышши ҫитӗнӗве Раҫҫей юниорсен пӗрлӗхлӗ ушкӑнне иккемӗш хутчен тӑвать. Кӑҫал Раҫҫейӗн ухӑҫи — Елизарова, Виноградова, Лемеза — Европа Кубокне ҫӗнсе илнӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66333
 

Спорт

Паян, юпан 14-мӗшӗнчӗ, Китай ҫӗршывӗнчи Вуси хулинче ухӑран перессипе ҫамрӑксем хушшинче иртекен тӗнче чемпионачӗ пуҫланнӑ. Унта вара 18–20 ҫулхи ҫамрӑксемпе 17 ҫулхи е каярах ҫулхи кадетсем хутшӑнаҫҫӗ. Ӗнер официалла тренировка иртнӗ, паян вара старт ҫаврӑмӗ пуҫланнӑ та. Ӑмӑртура спортсменсен ФИТА Раунд (4 дистанцире 144 хут пени + финал) упражнени витӗр тухмалла пулнӑ.

Раҫҫей чысне асӑннӑ ӑмӑртусенче ҫамрӑксен наци пӗрлӗхлӗ ушкӑнне кӗнӗ 24 спортсмен хӳтелет, вӗсен шутӗнче пирӗн ентеш те пур — И.Солдатова ячӗллӗ ухӑран перес ӑталӑха вӗрентекен СДЮСШОР вӗренекенӗ Елена Елизарова. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗн, Валерий Яриков хӳтипе вӗренекен ентеш ухӑран перессипе хутшӑнать.

Ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Яшсемпе хӗрсем хушшинче ухӑран перессипе ӗнер Европа Кубокӗн I тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Унта 26 ҫӗршывран 249 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Йышра Чӑваш Ен пики Елена Елизарова та пулнӑ. Ӑмӑртӑва вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗпе тухнӑ.

Валерий Яриков тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер уйрӑм тупӑшура 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Йышпа ӑмӑртнӑ чух (вӗсен ушкӑнӗнче Орлов облаҫӗн пики Мария Виноградова тата Питӗр хулинче пурӑнакан Анна Лемеза пулнӑ) ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

 

Ҫитес канмалли кунсенче (юпан 26–27-мӗшӗсенче) йӑлӑм енче ухӑҫсем Чӑваш Ен кубокӗнче ӑмӑртӗҫ. Тӗл перессипе 10-мӗш АҪСП (ДЮСШ) спорт залӗнче республикӑн 50 чи вӑйлӑ спортсменӗ тупӑшӗ.

Ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланӗ, ӑна Чӑваш Республикин ухӑран перекенсен федерацийӗ ирттерет. Спортсменсен 18 метртан тӗл лекмелле пулӗ, ахаль тата блоклӑ ухӑсемпе усӑ курӗҫ.

Тӗп судья — Яриков М.В, тӗп секретарь — Семенова Е.С. Малти вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсем дипломсемпе медальсене тивӗҫӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи